29.04.2012

Материал из «Чувашская государственная сельскохозяйственная академия»

Перейти к: навигация, поиск

Поздравление Главы Чувашской Республики Михаила Игнатьева с Днем государственных символов Чувашской Республики

Хисеплĕ ентешĕмĕрсем!

Сире Чăваш Республикин Патшалăх символĕсен кунĕ ячĕпе саламлатăп! Ку вăл тăван республикăмăр умĕнчи хăйĕн яваплăхне туякан, унăн пуян та кăсăк историйĕпе мăнаçланакан, Чăваш Ен пуласлăхĕшĕн тÿрĕ кăмăлпа вăй хурса ĕçлекен мĕн пур çыннăн уявĕ.

Наци гимнĕн чаплă сасси-çемми, ялавĕпе гербĕ Чăваш патшалăхлăхне тата наци пĕрлĕхне, халăхăмăрăн нумай-нумай ĕмĕре тăсăлакан мухтавлă историне, хальхи тата пуласлăхри кун-çулне сăнарлаççĕ. Герб тата ялав çинчи «Пурнăç йывăçĕпе» «Виçĕ хĕвел» ĕçчен чăваш халăхĕн философине тата чун çирĕплĕхне сăнарлакан паллăсем. Эпир патшалăх символĕсене нацин чи хаклă та сăваплă япалисем вырăнне хурса хисеплетпĕр тата шанчăклăн сыхласа упратпăр. Патшалăх символĕсене сума суни Тăван çĕр-шыва чунтан юратса, гражданла яваплăха туйса ÿссе çитĕнме пулăшать тата граждансен пĕтĕмĕшле культурине палăртать. Патшалăх символики кирек хăш халăх историйĕнче те паллă вырăн йышăнса тăрать: патшалăх символĕсем халăхсене пысăк паттăрлăх кăтартма хавхалантарнă тĕслĕхсем те сахал мар. Çаплах паян чăваш ялавĕ те республикăра пурăнакансене ĕçре хастар пулма хавхалану кÿрет.

Çак савăк уяв кунĕсенче пĕр-пĕрне хисеплеме тата ăнланма сунатăп. Пирĕн чĕресем хамăр гимнпа гербшăн тата ялавшăн яланах мăнаçланса тапчăр! Чăваш Енре пурăнакан мĕнпур çыннăн ырлăхĕшĕн тăвакан пĕрлехи ĕçĕмĕр яланах ăнăçуллă пултăр.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев

Уважаемые соотечественники!

Поздравляю вас с Днем государственных символов Чувашской Республики. Это праздник всех, кто осознает свою ответственность за свою республику, гордится ее историей, честно трудится во имя будущего Чувашии.

Величественные звуки национального гимна, флаг и герб символизируют чувашскую государственность и единство нации, уходящую в глубь веков славную историю, настоящее и будущее народа. «Древо жизни» и «Три солнца» на гербе и флаге отражают философию и силу духа трудолюбивого чувашского народа.

Мы бережем и чтим государственные символы, как самую важную национальную святыню. Уважительное отношение к символам государственности способствует воспитанию любви к Родине и гражданской ответственности и демонстрирует общую культуру граждан. Исторически государственная символика в судьбах любых народов играла значительную роль: немало примеров, когда государственные символы воодушевляли народы на великие подвиги. Так и сегодня чувашский флаг вдохновляет жителей республики на трудовые успехи. В эти праздничные дни желаю взаимоуважения и взаимопонимания. Пусть наши сердца всегда переполняются гордостью за наш гимн, герб и флаг! Пусть наша совместная работа на благо всех жителей Чувашии всегда будет плодотворной.

Глава Чувашской Республики М. Игнатьев

Официальный портал органов власти Чувашской Республики

Личные инструменты
дополнительно