24.06.2012

Материал из «Чувашская государственная сельскохозяйственная академия»

Перейти к: навигация, поиск

Поздравление Главы Чувашии Михаила Игнатьева с Днем Республики

Хаклă ентешĕмĕрсем!

Сире Республика кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп!

Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕ — Чăваш Енре пурăнакансемшĕн календарьти паллă дата. Çак кун 1920-мĕш çулта пирĕн республикăн автономине туса хунă, асăннă пулăм тата 1926-мĕш çулта Чăваш АССР-ĕн пĕрремĕш Конституцине йышăнни хальхи Чăваш Енĕн экономикин тата право тĕлĕшĕнчи никĕсне йĕркеленĕ.

Республикăн нумай нациллĕ халăхĕ йывăрлăхсене тата тĕрлĕ асап-нушана пăхмасăр, историн темле кăткăс тапхăрĕнче те хăйĕн ăс-хакăл пĕрлĕхне тата граждансен хушшинчи тăнăçлăха сыхласа хăварма пултарнă. Çакă Чăваш Ене мĕн пур кризиса ăнăçлăн çĕнтерме тата республикăн хальхи тата пуласлăхри çитĕнĕвĕсен никĕсне хывма пулăшрĕ.

Иртнĕ çулсенчи тапхăрта Чăваш Ен палăрмаллах çĕнелсе улшăнчĕ. Экономикăна диверсификацилессипе, сывлăх сыхлавĕпе вĕренÿ тытăмĕсене, социаллă сферăна çĕнетессипе çыхăннă ĕç малалла пырать, пурнăç шайĕ ÿсет, Чăваш Енре пурăнакансене ăс-хакăл тата культура тĕлĕшĕнчен аталанма пулăшас енĕпе чылай ĕç тăватпăр, çемье хаклăхĕсене упраса хăварас тата çирĕплетес тĕлĕшпе те тимлĕн вăй хуратпăр.

Чăваш Республикин Общество палатине туса хуни гражданла общество институтне аталантарас енĕпе тунă паллă утăм пулса тăчĕ.

Пирĕн тĕп пуянлăхăмăр вăл — çынсем, вĕсен пултарулăх вăй-хăвачĕ, ĕçченлĕхĕ, ырă енне туртăнни. Пĕрле эпир кирек мĕнле тĕллеве те пурнăçлама тата кирек мĕнле йывăрлăха та çĕнтерме пултаратпăр.

Сире, хаклă ентешĕмĕрсем, çирĕп сывлăх, ăнăçулăх, палăртнă мĕн пур ĕçе пурнăçлама иксĕлми вăй-хал сунатăп!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев

Дорогие соотечественники!

Сердечно поздравляю вас с Днем Республики!

24 июня для жителей Чувашии — знаменательная дата в календаре. В этот день в 1920 году была провозглашена автономия нашей республики, что наряду с принятием в 1926 году первой Конституции Чувашской АССР заложило экономический и правовой фундамент современной Чувашии.

Многонациональному народу нашей республики, несмотря на трудности и невзгоды, даже в сложные исторические периоды удалось сохранить свое духовное единство и прочный гражданский мир. Это позволило Чувашии успешно преодолеть все кризисы и заложить основы настоящих и будущих успехов республики.

За прошедшие десятилетия Чувашия заметно преобразилась. Проводится диверсификация экономики, модернизация систем здравоохранения и образования, социальной сферы, растет уровень жизни, многое делается для духовного и культурного развития жителей Чувашии, большое внимание уделяется сохранению и укреплению семейных ценностей.

Важным шагом в развитии института гражданского общества стало создание Общественной палаты Чувашской Республики.

Наше главное богатство — это люди, их творческий потенциал, трудолюбие, стремление к добру. Вместе мы способны решить любые задачи и преодолеть любые трудности.

Желаю вам, дорогие соотечественники, крепкого здоровья, благополучия, неисчерпаемой энергии для реализации всех намеченных планов!

Глава Чувашской Республики М. Игнатьев

Официальный портал органов власти Чувашской Республики

Личные инструменты
дополнительно