09.05.2012

Материал из «Чувашская государственная сельскохозяйственная академия»

Перейти к: навигация, поиск

Поздравление Главы Чувашской Республики Михаила Игнатьева с Днем Победы

Хисеплĕ ентешĕмĕрсем!

Сире Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 67 çул çитнĕ ятпа чĕререн саламлатăп!

Çак халиччен курман пысăк йывăрлăх вуншар миллион çын пурнăçне татнă. Çапах та Çĕр-шывăмăра хÿтĕлеме ватти-вĕттипех кар тăнă пирĕн халăх пĕтĕçÿлĕхпе çирĕп кăмăл, паттăрлăх тата Тăван çĕр-шыва чунтан юратни кирек мĕнле тăшмана та çĕнтерме пулăшнине ĕнентермелле кăтартса панă.

Эпир, çĕнтерÿçĕсен тăхăмĕсем, тĕнчери тăнăçлăха, çĕр-шывăмăрăн никама пăхăнманлăхне сыхласа хăварнă, килес ăрусемшĕн ирĕклĕ пурнăç çĕнсе илнĕ çынсен паттăрлăхне нихăçан та манас çук, вĕсен фронтри тата тылри паттăрла ĕçĕсене яланах сăваплăн сума сăвăпăр!

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин урокĕсене асăмăрта упранă май, эпир паян çĕр-шывăмăрăн тăнăçлă пуласлăхне шанчăклăн хураллатпăр! Тăван çĕр-шыва юратасси, хисеплесси, хÿтĕлесси, Аслă Патшалăх гражданинĕн ятне тивĕçлĕ пуласси — пирĕнтен кашнийĕн таса тивĕçĕ.

Чăваш Енре ветерансемшĕн тăрăшасси çине уйрăмах тимлĕ пăхатпăр. Шел те, вăхăт чарăнусăр, пирĕн хушăра çав паттăрла çулсенчи пулăмсене хăй куçĕпе курнă çынсен шучĕ çулсерен сахалланса пырать. Пирĕн тĕп тĕллев — вĕсене пур енлĕн пулăшасси. Çĕре çити тайма пуç сире, паттăрсем! Вăрçăри паттăрлăхшăн тата мирлĕ пурнăçри ырми-канми ĕçĕршĕн чунтан тав тунине йышăнсамăр.

Çирĕп сывлăх, ырлăхпа телей, çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм тата вăрăм кун-çул сунатăп!

Çĕнтерÿ уявĕ ячĕпе!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев

Уважаемые соотечественники!

Сердечно поздравляю Вас с 67-ой годовщиной Победы в Великой Отечественной войне!

Это невиданное по своим масштабам испытание унесло десятки миллионов человеческих жизней. Но наш народ, от мала до велика вставший на защиту Отчизны, доказал, что сплоченность, несгибаемая воля, мужество и любовь к своей Родине помогут победить любого врага.

Мы, потомки победителей, никогда не забудем героизм тех, кто отстаивал мир на земле, независимость страны, свободу для будущих поколений, и всегда будем свято чтить их подвиги, совершенные на фронте и в тылу!

Сохраняя в памяти уроки Великой Отечественной войны, мы сегодня твердо стоим на страже мирного будущего нашей страны! Священный долг каждого из нас — любить, уважать, защищать свою Родину, жить достойно звания гражданина Великой Державы!

Заботе о ветеранах в Чувашии уделяется особое внимание. К сожалению, время неумолимо, и свидетелей событий тех героических лет, увы, остается среди нас все меньше. Наша главная обязанность — оказать им всестороннюю поддержку. Земной поклон вам, славные герои! Примите слова глубокой признательности за ваш ратный подвиг и самоотверженный труд в мирные дни.

Желаю крепкого здоровья, счастья и благополучия, неиссякаемой бодрости духа, долгих лет жизни!

С праздником Победы!

Глава Чувашской Республики М. Игнатьев

Официальный портал органов власти Чувашской Республики

Личные инструменты
дополнительно